Ҫӗрпӳ район прокуратури тасатмалли сооруженисен тӗлӗшпе саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ. Туҫи ял тӑрӑхӗнче сооруженисем ӗҫлемен, шыв вара Ҫавала тасалмасӑрах лекнӗ.
Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, объекта пӑхса тӑман, сооруженисем япӑх ӗҫленӗ. Ҫапла майпа таса мар шыв Ҫавала лекнӗ.
Кунсӑр пуҫне тасатмалли сооруженисем авариллӗ лару-тӑрура пулнине, вӗсене юсамаллине тупса палӑртнӑ. Юханшыва лекекен шыв тӗлӗшпе лаборатори тӗрӗслевӗ пулман.
Кунашкал йӗркене пӑснине Иккӗмӗш Вӑрманкас ял тӑрӑхӗнче те тупса палӑртнӑ. Район прокуратури ял тӑрӑхӗн администраци пуҫлӑхӗсене ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерме представлени ҫырнӑ.
Чӑваш Енре культура учрежденийӗсене юсаса ҫӗнетесшӗн. Нумай функциллӗ культура ҫурчӗсем кӑҫал Вӑрмарта, Ҫӗрпӳре, Елчӗкре хута каймалла. Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисенче культура керменӗсене модернизацилесе ҫӗнӗ хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан техникӑсемпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫак тата ытти самант пирки Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн паянхи сессийӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев палӑртса хӑварнӑ.
Республика Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки 5 ҫул хушшинче республикӑра 150 культура ҫуртне модернизациленӗ.
Кунӑср пуҫне туризма аталантарассипе те ӗҫлени пирки каланӑ. "Пӗлтӗр Чӑваш Енре туризм ыйтӑвӗсемпе те анлӑ ӗҫленӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ, пирӗн региона килнӗ 240 пин ҫынна тӗрлӗ пулӑшусемпе тивӗҫтернӗ", - тесе ҫырать маларах асӑннӑ пресс-служба.
Ҫӗрпӳ район прокуратури район администрацийӗ хыснапа мӗнле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗрпӳре стадион хута кайнӑ чухне 1 миллион тенкӗ ҫухални тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ӑна тумашкӑн район администрацийӗ тата «Глобус» строительство компанийӗ контракт алӑ пуснӑ. Ӑна хута ямашкӑн 41 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Проектпа смета документацийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, трибунӑсене 3 миллион ытла тенкӗлӗх тунӑ. Анчах прокуратура ӑна йӳнӗрех хакпа пурнӑҫланине палӑртнӑ. Ҫапла муниципалитет хыснине 1 миллион тенкӗ тӑкак кӑтартнӑ.
Район прокурорӗ материалсене следстви органӗсене тӗрӗслемешкӗн ярса панӑ.
ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен йышӗ — 1 процент.
Эрнесерен ирттерекен мониторингра палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра 6111 ӗҫсӗр ҫынна официаллӑ мелпе регистрациленӗ. Ӗҫсӗрлӗх, ӗҫлекенсен йышӗпе танлаштарсан, 0,91 процент.
Ӗҫсӗррисен йышӗ Ҫӗрпӳ районӗнче (0,22 процент), Муркашра (0,29 процент) тата Комсомольскинче (0,33 процент) нумайрах. 7733 ҫын тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшать.
ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 12471 ваканси пур. Пушӑ вырӑнсем пирки 1769 ӗҫпе тивӗҫтерекен организаци пӗлтернӗ.
Ҫӗрпӳре ӗҫ ҫыннине халалласа палӑк уҫӑ. Ӑна культура ӗҫченӗсем хайсен професси уявне ҫав хулана пухӑнса уявланӑ кун, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, халӑхпа тата тӳре-шарапа уҫнӑ.
Палӑка Культурӑна аталантаракан тата библиотекӑн районти центрӗ умӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫӗрпӳ хулине шӑратса тунӑ кӳлепесем ахаль те илем кӳреҫҫӗ-ха. Вӗсем хулари паркра тата ача пахчинче вырӑн тупнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, хулари ҫул ҫавринчен инҫех мар вырӑнта тимӗртен ӑсталанӑ урам шӑлакан тӑрать. Вӑл, аллине шӑпӑр тытнӑскер, иртен-ҫӳрене тирпейлӗ пулма ыйтать. Хулара Эдуард Успенский ача-пӑча ҫыравҫин хайлавӗнчи Печкин сӑнарӗ те вырӑн тупнӑ. Пӗлтӗр Ҫӗрпӳ ярмӑркки вӑхӑтӗнче Печкин патне Матроскин кушак аҫипе Шарик йытӑ хушӑннӑ. Унсӑр пуҫне ҫӗрпӳсем II Екатерина статуйине ӑсталассипе тимленине, ӑна хулари паркра лартассине пӗлтернӗччӗ. Тимӗр кӳлепесене юсанмалли 9-мӗш колонире айӑплава ирттерекенсем хатӗрленӗ.
Парашютпа сикнӗ чухне икӗ салтак аманнӑ. Вӗсем — Чӑваш Енрен. Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакан Максим Алексеевпа Иван Ермолаев салтака пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кайнӑ.
Каччӑсем Мускав ҫывӑхӗнчи Кубинка хулинче сывлӑш десанчӗн ҫарӗнче тивӗҫӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Пушӑн 28-мӗшӗнче вӗсем тренировка ирттернӗ: Смоленск облаҫӗнчи Вязьма хулинче парашютпа сикнӗ. Ку вӗсемшӗн пӗрремӗш хут пулнӑ.
70 метр ҫӳллӗшӗнче Ермолаев Алексеев парашючӗн куполӗ ҫине ларнӑ, 20 метр ҫӳллӗшӗнче иккӗшӗн те парашючӗсем хупӑннӑ. Каччӑсем ҫӗре ӳкнӗ.
Максим та, Иван та кӗлеткин тӗрлӗ пайне хуҫнӑ. Вӗсене Вязьма хулинчи тӗп пульницӑна ӑсатнӑ. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхӗшӗн хӑрамалли ҫуккине пӗлтереҫҫӗ.
Ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерӗҫ. Хальлӗхе Максима киле ярасси паллӑ.
Ҫуркуннехи каникул вӑхӑтӗнче Элӗк районӗнче Бокс енӗпе республикӑри XIX уҫӑ турнир иртнӗ. Унта хутшӑннисем район администрацийӗн пуҫлӑхӗн парнисемшӗн пӗрне-пӗри чышкӑланӑ.
Турнира Чӑваш Енри тата Чулхула облаҫӗнчи 110 ҫамрӑк боксер пырса ҫитнӗ. Ҫӗрпӳ районӗсем вара хӑйсен ачисем маттур пулнине хӑпартланса пӗлтереҫҫӗ. Унти «Асамат» ача-пӑчан спорт шкулне (тренерӗ — Н.В.Ремеслов) ҫӳрекенсем Элӗк рингӗнче хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартнӑ.
Хӑйсен виҫе категорийӗсенче Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен Александр Иванов, Сергей Чернов, Артём Федоров, Валерий Рыжов тата хулари 2-мӗш вӑтам шкулти Алишер Александров ҫӗнтернӗ. Кӗмӗл призерсем — 2-мӗш вӑтам шкулти Максим Петров, Кирилл Казаков и Максим Максимов, унти Максим Борисов бронзӑна тивӗҫнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗн хӗрӗ Мая Егорова «Голос. Дети» проекта хутшӑнассине пӗлтернӗччӗ. Анчах вӑл эфира хӑҫан тухни ун чухне паллӑ марччӗ.
Паян, пушӑн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Ен ҫыннисене экран умне ларма чӗнеҫҫӗ. Шӑпах паян Мая Егорова конкурсра мӗнле юрланине итлеме пулать.
Ӳкерӳ вӑхӑтӗнче Майӑна чи ҫывӑх ҫыннисем пулӑшнӑ. Мая Мускавра вӗренет, «Айвенго» музыка театрӗнче ӗҫлет. Унта вӗсем ашшӗпе пурӑнаҫҫӗ. Амӑшӗ икӗ ачипе Ҫӗрпӳрех-ха.
Мая Егорова 2002 ҫулта ҫуралнӑ. Акӑлчан чӗлхине питӗ юратать. Вӑл Пӗтӗм тӗнчери тата Раҫҫейри конкурссенче, фестивальсенче ҫӗнтернӗ.
Мая патне наставниксенчен пӗри те пулсан ҫаврӑннӑ-и? Хальлӗхе паллӑ мар. Сенкер экран умне ларсан хӑвӑрах куратӑр.
Ҫӗрпӳ районӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта виҫӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫав шутра 4 ҫулти хӗрача та пур.
Икӗ ҫӑмӑл урапа ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар район арҫынни, иномарка рулӗ умӗнчи, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ. Шуҫлак ҫул ҫинче вӑл ВАЗ-2115 урапапа ҫапӑннӑ.
ВАЗра ҫемье пынӑ: 38-ти арҫын, 43 ҫулти хӗрарӑм тата 4-ри хӗрача. Пурте вилнӗ.
Иномарка водителӗ тата ача кӗтекен унӑн арӑмӗ те суранланнӑ. Вӗсем пульницӑра. Ҫак водителе ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн административлӑ майпа 4 хут явап тыттарнӑ. Унӑн права та пулман.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсӗ ҫур ҫула ҫитрӗ: тата тепӗр уйӑхран вӑл хӑйӗн ӗҫне вӗҫлесе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма тытӑнӗ. Кашни номинацире — вӗсем пӗтӗмпе ҫиччӗ — лайӑх, ҫӗнтерӳҫӗсем шутне кӗме пултаракан ӗҫсем пур. Куракансем кӑмӑлласа пӑхакан видеосем те сахал мар. Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи Настя Федорова, Ямашри Филимоновсем, Ӗпхӳ хӗрачи Анна Михайлова, Комсомольски тӑрӑхӗнчи Аслӑ Чурачӑк ачи Сергей Лукиянов куравсем шучӗпе малтисен шутӗнче пыраҫҫӗ. Халӑх вӗсене юратса пӑхать.
Ҫавӑн пекех конкурса ӗнер чи пӗчӗк хӗрача Ульяна Михеева калакан «Параппан» сӑвӑ ҫитрӗ. Ульяна 3 ҫулта, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мӑн Этменти вӑтам шкул ҫумӗнчи ача пахчине ҫӳрет. Унӑн воспитателӗнчен Лина Паркинӑран килнӗ ҫак ӗҫ шӑпах 50-мӗш пулчӗ. Ку конкурса Хӗрлӗ Чутайсем питӗ хастар хутшӑнаҫҫӗ, вӗсене уйрӑммӑн тав тӑвас килет.
Аса илтерӗпӗр, конкурс ака уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗшӗччен пырать. Ӑна Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш наци конгресӗ ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |